26

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ указпа килĕшÿллĕн , чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш тĕррин кунне уявларăмăр. Çак кун 1914 çулта паллă тĕрĕ художникĕ Екатерина Ефремова çуралнă. Вăл халăх искусствине аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă, Чăваш Енре тĕрлес йăла-йĕркене сыхласа хăварас енĕпе ырми-канми тăрăшнă. Чăваш Республикинче тата диаспорăра уява анлă паллă турĕç. Шкулсенче те ăста урокĕсем, конференцисем, куравсем, акцисем ирттерчĕç. Вĕсенче чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçаççĕ, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараççĕ, унăн сумне çĕклеççĕ.

Пирĕн шкулта та уяв аван иртрĕ. Шкула кĕрсенех выставка уçнă. Унта тĕрлĕ класри ачасем хăйсен килте пулнă тĕрĕллĕ япаласене илсе килсе выстăвкăна тăратнă. Ачасем çак курав умĕнче сăн ÿкерчĕксем турĕç. 7а,6б,5а, 5б,8б ,8а класс ачисем хастар пулчĕç.Чăваш тĕрри çинчен 6б,5б,7а,8а,8б,9а класс ачисем сăвăсем каларĕç.8б,8а класс ачисем юрă юрласа карталанса утрĕç. Вăйă юрри питĕ илемлĕ янăрарĕ. «Чăваш тĕрриллĕ тум» конкурс иртрĕ. Унта классенчен чăваш тумне тăхăннă ачасем конкурса хутшăнчĕç. Комисси членĕсем Чăваш тĕрри çинчен сочиненисен конкурсне ирттернин пĕтĕмлетĕвне турĕç. Пĕрремĕш вырăна 10 класра вĕренекен Белова Л. Йышăнчĕ. Видеороликсем туса та конкурс иртрĕ. Унта Иванова М. 7 класра вĕренекен тата Иванов А. 6 класра вĕренекен палăрчĕç. Чăваш тĕррин уявне кашни çулах палăртма йышăнчĕç.